«И. Я. Яковлев - Аслӑ Вĕрентекенĕмĕр»
АУ «Республиканский центр народного творчества «ДК тракторостроителей» Минкультуры Чувашии

«И. Я. Яковлев - Аслӑ Вĕрентекенĕмĕр»

          Паян,  ака  уйӑхӗн  24- мӗшӗнче, Красноармейски салинчи   культура ҫуртӗнче  чӑваш чӗлхи  кунне  тата  И. Я. Яковлев  çуралнӑранпа 175 çул çитнине  халалланӑ - «И. Я. Яковлев - Аслӑ Вĕрентекенĕмĕр»  уяв иртрĕ.
        Уява культура ĕçченĕ  Надежда  Филиппова уҫрӗ. Чӑваш  чӗлхи  кунӗпе  саламларĕ   ҫапла каларӗ: « Тӑван чӗлхене упрасчĕ, чӑвашлӑха  упраса  аталантарса пырасчĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  пирĕн пысăк уяв — эпир Чăваш чĕлхи кунне тата  Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр 175 çул  çитнине  уявлатпӑр» .     \
          Тĕп вулавӑш ĕçченĕ  Светлана Гурьева  чӑваш чӗлхи кунне   тата И.Я. Яковлев  ҫуралнӑранпа 175  ҫул  ҫитнине  халалласа йӗркеленӗ «Аслӑ вӗрентекенӗмӗр»  презентаципе  паллаштарчӗ.
          Историпе краеведени  музейӗн  ӗҫченӗ  Валентина Тихонова   чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан  хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хëлӗ  ҫинчен тӗплӗн Трак тата Красноармейски вĕренекенĕсене  каласа кӑтартрӗ.     Уяв  кӑмӑллӑ  та хаваслӑ  иртрӗ.
Решаем вместе
Не убран снег, яма на дороге, не горит фонарь? Столкнулись с проблемой — сообщите о ней!