ЦЕНТР НАРОДНОГО ТВОРЧЕСТВА │Нина Трифоновна Панина пирĕнтен уйрăлса кайнине хурланса пĕлтерет
АУ «Республиканский центр народного творчества «ДК тракторостроителей» Минкультуры Чувашии

ЦЕНТР НАРОДНОГО ТВОРЧЕСТВА │Нина Трифоновна Панина пирĕнтен уйрăлса кайнине хурланса пĕлтерет

Центр народного творчества

Нина Трифоновна Панина 1948 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕн Уравăш ялĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен артист, каярахпа режиссер пулма ĕмĕтленнĕ. 1966 çулта Уравăш вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн Нина Панина Ленинград (халь – Санкт-Петербург) культура институчĕн драма режиссёрĕсене хатĕрлекен уйрăмĕнче тăватă çул вĕреннĕ.
Культура институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан 1970 çулта тăван республикăн тĕп хулине Шупашкара таврăннă. Пĕр хушă Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин театр уйрăмĕнче преподавательте ĕçленĕ. 1972 çулта çамрăксен театрĕнче актер ăсталăхне туптама тытăннă, спектакльсенче тĕрлĕ роль вылянă. 1973 çулта ăна П. Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕн директорĕ драма кружокне ертсе пыма сĕннĕ.
Нина Панина керменте ĕçлеме пуçласан халăх театрĕн ĕçĕ-хĕлĕ улшăннă, репертуарĕ çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе пуянланнă.
Нина Трифоновна режиссёр тарăн шухăшлă, пурнăçа анлăн çутатса паракан спектакльсем хатĕрлеме тытăннă. Театр тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе тÿресемпе куракансене савăнтарнă, ăсталăхĕпе тыткăнланă. Нина Панина тăрăшнипех 1976 çулта Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский ячĕллĕ театр Чăваш халăх драма театрĕ ятне илме тивĕçнĕ.
Чăваш халăх драма театрĕ лартнă спектакльсене Чăваш Республикинче çес мар, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче хапăл тусах йышăннă. Нина Трифоновна ертсе пыракан театр икĕ хутчен Турцире фестивальте çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ.
Нина Панина – пултаруллă режиссер çеç мар, ăста драматург та. Хăйĕн юратнă театрĕ валли чылай пьеса çырнă. Вăл шăрçаланă пьесăсенчен чи малтанхи «Анита» («Эпир пурăнма çеç пуçлатпăр») хайлава, каярах вăл хайланă «Йăх вăрманĕ», «Вĕçленеймен юрă», «Виçĕ пуслă упăшка» спектакльсене куракансем кăмăлласа йышăннă. Нина Трифоновна вырăс драматургĕсен пьесисене те чăвашла куçарса тăван халăхăн кăмăлне каймалла сцена çине кăларма пултарнă.
Тăрăшнине кура хисепĕ теççĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн, чăваш театр искусствине аталантарма вăй хунăшăн Нина Трифоновна Панина Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Чун-чĕре хĕрÿлĕхне, мĕн пур вăй-халне театршăн тата кураканшăн шеллемен Нина Трифоновна Панина И.С. Максимов-Кошкинский ячĕллĕ Чăваш халăх драма театрĕн режиссёрĕнче 45 çул ĕçленĕ.
Чăваш Республикин халăх пултарулăх центрĕ талантлă режиссёр Нина Панинăпа питĕ тачă çыхăнса ĕçлетчĕ. Районсен театр режиссёрĕсем валли йĕркеленĕ семинарсенче вăл яланах ăста урокĕсем ирттеретчĕ, хăйĕн паха опычĕпе паллаштаратчĕ. Фольклор ушкăнĕсен ертÿçисене чăваш халăхĕн ырă йăла-йĕркине сцена çине мĕнлерех калăпласа кăтартмалли меслетсемпе паллаштаратчĕ.
Кирлĕ самантра шÿтлеме пĕлни, кашни çынна итлеме тата ăнланма пултарни, чун-чĕре ăшшине ыттисемпе пайлани Нина Трифоновнăна хăй тавра çирĕп те туслă театр ушкăнне пуçтарма май панă. Çавăнпа та вăл яланах хисеплĕ çынсен шутĕнче пулнă.
Нина Трифоновна Панинăна театр артисчĕ Л. Смолина çакăн пек йĕркесем парнеленĕ:
Савăк та, сăпайлă та,
Кăшт тунсăхлăрах.
Станиславский майлă та
Чăн талант пурах.
  Пани-и, аппа-и вăл,
Е мадам пекех,
Тем тесен те Панина
Сапăр Сарпикех.
  Ун пекки тупайăн-и
Çутă тĕнчере?
Яланах эс, Панина,
Юлăн асăмра.
Пултаруллă режиссер, ăста вĕрентекен Нина Трифоновна Панина пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайни – тăванĕсемшĕн çеç мар, республикăшăн та питĕ пысăк çухату.
Чăваш Республикин халăх пултарулăх центрĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле И.С. Максимов-Кошкинский ячĕллĕ Чăваш халăх драма театрĕн артисчĕсем Нина Трифоновна Панина сарăмсăр вилнишĕн чунтан хурланаҫҫӗ, унăн ҫывӑх çыннисемпе пĕрле хурланнине пĕлтереççĕ.

Решаем вместе
Не убран снег, яма на дороге, не горит фонарь? Столкнулись с проблемой — сообщите о ней!